Тӗменре пурӑнакан чӑваш Алексей Павлов хӑйӗн тимӗр урапи ҫине чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫак кунсенче вӑл Шупашкара килнӗ. Машинӑн хыҫалти чӳречи ҫинче кашни «Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплесе упрасси, ҫӗнетсе аталантарасси пирӗнтен кашнинчен килет» тенине вулама пултарать.
Павлов Алексей Викторович Тӗменте тата Тӗмен облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Вӑлах тӗрлӗ электротехника тата ҫутӑ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерекен «Неосвет» предприяти ертӳҫи те. Алексей Викторович пулӑшнипе Тӗменре нумай-нумай культура мероприятисем иртеҫҫӗ.
43 ҫулхи Тӗмен чӑвашӗн ашшӗ-амӑшӗ — Чӑвашран. Ашшӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑш ялӗнчен, амӑшӗ — Елчӗк районӗнчи Шуршуран. Арӑмӗ те унӑн чӑваш — Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑран. Сӑмах май, чӑвашла текста шӑп та лӑп арӑмӗ хатӗрленӗ. Алексей Викторовичӑн хӗрӗ Шупашкарти культура институтӗнче пӗлӳ пухать, ывӑлӗ хӗсметре, Хабаровск енӗнче.
В.Г. Родионов,
филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар хули, Чӑваш Республики
Эпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче, 1973 ҫултаччӗ пулас, аслӑ патриархӑмӑра халалланӑ юбилей пухӑвӗнче Кашкӑр Хуначи (Г.Н. Волков) ҫапларах чӗнсе каланӑччӗ: «Малалла, Яковлев патнелле!» Зал сӗрлесе кайнӑччӗ ун чухне, хӑшӗ-хӑшӗ ура ҫине тӑрсах кӑшкӑрашрӗ. Ҫак уяв хыҫҫӑн этнопедагогика никӗслевҫине хӗстерме те хистеме пуҫӑнчӗҫ, юлашкинчен Шупашкартан хӳтерсе ямах пултарчӗҫ.
Ун чухне атеистсен саманиччӗ те, Яковлевӑн тӗн ҫинчен калани-ҫырнисене хура халӑхран пикенсех пытарма тӑрӑшатчӗҫ. Ҫав хушӑрах патриархӑмӑр ҫырнӑ уйрӑм йӗркесенчен политика пӗлтерӗшлӗ ялав-лозунг туса хытах вӗлкӗштеретчӗҫ, «аслӑ пиччемӗр» умӗнче (чӑннипе каласан, Мускавра ларакан влаҫри куккасен умӗнче) шанчӑклӑ йытӑ кӑмӑлне палӑртатчӗҫ.
Паянхи кун иккӗмӗш хӑтланкаларӑшӗ улшӑнсах кайман пек туйӑнать-ха.
Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫыриччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Орфографипе пунктуаци правилисене аса илтерсе ӗнер Чӑваш Енӗн вӗренӳ институчӗн пуху залне пуҫтарӑннӑ.
Диктанта, сӑмах май, килте ларса ҫырма пулать.Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унӑн текстне 13.00 сехетре Чӑваш наци радиовӗн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумӗсем ҫинче, Чӑваш наци телевиденийӗн официаллӑ сайтӗнче (www.ntrk21.ru) тӳрӗ эфирта итлеме пулӗ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаҫтарнӑ. Копьютерпа Word форматпа ҫырнӑ (наборланӑ) е алпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн 10–15 минут хушшинче ҫак адреспа йышӑнӗҫ: totalnyi2018@yandex.ru
Кӑҫал Александр Артемьевӑн прозӑлла сӑввине ҫыртарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
«Паян вӗренӳ иститутӗнче Мӑн Тытӑҫу вӑйӑ ирттертӗм. 12 ушкӑн хутшӑнчӗ», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗринче Александр Блинов чӑваш хастарӗ. Унта вӑл ҫырса кӑтартнинче эпир пӗр саманта асӑрхарӑмӑр, сире те ун пирки шухӑшласа пӑхма сӗнесшӗн.
«Тӗрлӗ пулӑм мӗн чухлӗ ирттеретӗп те пӗрмаях пӗр пекрех иртсе каять. Пуҫламӑшӗнче ушкӑнсем пӗчӗк хӑтлав вырӑнне пӗр сехетлӗх хӑйне евӗрлӗ «пултарулӑх ушкӑнсене фестивалӗ» ирттереҫҫӗ», — ҫырнӑ вӑл.
Пурте (пӗр ушкӑнсӑр пуҫне) халӑх тумӗсемпе килсе ҫитнӗ иккен. «Нихӑҫан та ҫак йӑла-йӗркине ҫӗнтерсе илме пулмасть пуль. Чӑваш чӗлхи 19-мӗш ӗмерти тумӗпе ассоциациленет, фольклор евӗрлӗ презентаципе...», — шухӑшне тӑснӑ Александр Блинов.
Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫыракан авторсем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Информаци политикипе масӑллӑ коммуникацисен министерстви ирттерет.
Аса илтерер, Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑччӗ.
Конкурс материалӗсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ парӗҫ, вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене — 75-шер пин тенкӗ.
АКА | 18 |
Николай Иванович Ашмарин 1920-1923-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрте пурӑннӑ, Чӗмпӗр чӑваш халӑх вӗрентӳ институтӗнче ӗҫленӗ, унта чӑваш чӗлхин теорилле курсне (е ҫавнашкал темиҫе курса) илсе пынӑ (студентсене вӗрентнӗ). Ман шутпа, ҫак пӗчӗк ҫеҫ пуплерӗшре палӑртнӑ информаци кашни ҫыншӑнах шутсӑр кӑсӑклӑ пулмалла. Шел пулин те, пире шкулта чӑваш историне пачах та вӗрентмеҫҫӗ е сахал вӗрентеҫҫӗ, ҫавна кура ҫакнашкал информацисем кашни чӑвашӑн оперативлӑ астӑвӑмӗнче ҫирӗпленнӗ теме май ҫук. Ҫапла калани мана хама та пырса тивет.
Курӑр-ха, вӗрентӳ йӗркелӗмӗ институт шайӗнче (вуз!) ӗҫленӗ! Тата унта чӑваш ачисене Ашмарин хӑй вӗрентет!
Николай Иванович Ашмарин Чӗмпӗрте.
Ун чухне Николай Иванович Ашмаринӑн килйышӗ 8 ҫынран тӑнӑ, мӗнпурӗ 6 ача пулнӑ (ҫав ачасенчен пӗри инвалид пулнӑ тенине те илтнӗ).
Челепи облаҫӗнчи чӑвашсен культура центрӗ (ертӳҫи Сергей Герасимов) йыхравланипе Ҫтерлӗри «Сарпи» эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗ асӑннӑ хулара гастрольте пулнӑ. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫтерлӗсем унта халиччен пулман. «Сарпи» артисткисем вырӑнти чӑвашсене пуян концерт программипе савӑнтарса манӑҫми тӗлпулу парнелерӗҫ», — хыпарланӑ Пушкӑртстанри ӗҫтешсем.
Уяв каҫне салам сӑмахӗ каласа Ҫтерлӗри чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Федор Кузьмин уҫнӑ. Кӳршӗлле пурӑнакан чӑваш центрӗсем хушшинче туслӑх тахҫанах ҫуралнине палӑртнӑ май вӑл Ҫтерлӗри чӑваш культура автономийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе те паллаштарнӑ. Икӗ сехет ытла пынӑ концерт пӗр самант пек иртсе кайнӑ. Челепи хулинчи чӑвашсем килӗсене тулли кӑмӑлпа саланнӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Шупашкарти «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗ пӗчӗккисен хушшинче «Пӗчӗк паттӑр» конкурс ирттерет. Йӗркелӳҫӗсем ӑна пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ теҫҫӗ те, анчах ачасен спортри пултарулӑха та кӑтартма тивӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Унта ултӑ ҫулхи арҫын ачасене йыхравлаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хула шайӗнче йӗркеленӗ май хулари ҫак ҫулти мӗнпур ачана чӗнеҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен хӑйсемпе тата хӑйсен кӑсӑкланӑвӗпе паллаштарма тивӗ. Пултарнине кӑтартса памалли самантсем те пулӗҫ. Тата вӗсене чӑваш халӑхӗн авалхи спортӗнче, кӗрешӳре, тупӑштарӗҫ. Ҫакм енӗпе арҫынсем мӗн авалтан хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ.
Конкурспа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва +7 (8352) 23-04-66 телефонпа шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме юрать.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акцин сӑн-сӑпачӗ пулма И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткине Александра Прокопьевӑна суйланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне диктанта хатӗрлекен йышӑну комиссийӗн пайташӗсем пӗлтерчӗҫ.
Александра Прокопьева асӑннӑ университетӑн чӑваш тата вырӑс филологи факультечӗн 5-мӗш курс студентки. Вӑл Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Гороскоппа — йӗкӗреш.
Александра ячӗ пирӗн сайтра та пӗрре тухнӑччӗ — виҫӗмҫул вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе «ЮНЭКО» форумра ҫӗнтернӗччӗ. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать: Тӑрмӑш хӗрӗ 2017 ҫулта Шупашкарта иртнӗ «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ» конференци-фестивальте те палӑрнӑ.
Пӗлтӗр ку тивӗҫе пурнӑҫлама наци радиовӗн дикторне Мария Самделовӑна суйланӑччӗ.
«Тусӑмсем, сире валли кӑштах пуҫа ватмалли тӗслӗх... Ҫак кунсенче мӗн пур чӑваш тӗнчи чӑваш чӗлхи уявне паллӑ тума хатӗрленет... Вӑт ҫапла хисеплетпӗр эпир тӑван чӗлхене!!!», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ.
Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме вӑл йыхрав хутне вырнаҫтарнӑ. Сӑмахӗ унта илемлӗ вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи конкурсӗ пирки пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ ирттерет иккен.
Альбина Юрату йыхраври йӑнӑшсене ручкӑпа чӗрмеленӗ те сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.